Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗн тӗлне Чӑваш Енре 782 ача пневмонипе чирленине тупса палӑртнӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак цифра пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинченпысӑк мар.
Ачасем пневмонипе чирленине Улатӑр, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсенче, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче йыллӑ палӑртнӑ.
Пневмонипе 3-6 ҫулсенчи (33,6%), 7-14 ҫулсенчи ачасем (30,8%) тата тин ҫуралнисенчен пуҫласа 2 ҫула ҫитичченхисем (29%) ытларах чирленӗ. 15-17 ҫулсенчисем аптӑрасси йышлӑ мар. Цифрӑсене процент ҫине куҫарса пӑхсан, вӑл – 6,6%.
Пневмони — ӳпкен питех те хӑрушӑ чирӗ. Унӑн паллине ҫивӗч респираторлӑ вирус чирӗпе пӗр евӗр. Вӑхӑтра сиплеме пуҫламасан амак шала каять, ҫын вилме пултарать.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Елчӗкри тӗп вулавӑшра ҫыравҫӑсемпе вулакансен тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Ҫыракансемпе вӗсен ӗҫне хаклакансен курнӑҫӑвне Чӑваш кӗнеке издательстви йӗркеленӗ. Ҫакӑн пирки Елен Нарпи ҫыравҫӑ Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вулавӑшра Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑҫал пичетленнӗ кӗнекесене хӑтланӑ. Ҫыравҫӑсемпе тӗлпулма ачасем пырса ҫитнӗ. Вӗсемпе Владислав Николаев, Елен Нарпи тата Петр Лаштай курнӑҫнӑ. Асӑннӑ ҫак ҫынсем, сӑмах май, пурте Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ. Елен Нарпи, тӗслӗхрен, Вырӑскасси ялӗнчен. Елен Нарпие те, Владислав Николаева та асӑннӑ тӑрӑхри вулакансем ҫеҫ мар, республикипех аван пӗлеҫҫӗ. Петр Лаштай республикӑри хаҫат-журналпа туслӑ, вӑл вӗсен штатра тӑман хастар авторӗ.
Елчӗк районӗнче пурӑнакан 18 ҫулти каччӑ пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире 6 ҫул ирттерӗ. Ӑна 15 ҫулти хӗре вӗлернӗшӗн айӑпланӑ. Хальлӗхе приговор саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Аса илтерер: кӑҫал ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче 15-ри хӗр ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Унӑн виллине Елчӗк ялӗ ҫывӑхӗнче тупнӑ. Ун чухне 17-ри каччӑна тытса чарнӑ (вӑл халӗ 18-та ӗнтӗ).
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, каччӑпа хӗр пушӑ ларакан ҫуртра тӗл пулнӑ, вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Каччӑ хӗре вӗлернӗ те виллине пӗвене кайса пенӗ.
Канаш районӗнче нумаях пулмасть 4 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Иртнӗ эрнере Маяк, Ушанар, Вӑрӑмпуҫ, Тури Юнтапа ялӗсенче ҫӗнӗ ФАПсем алӑкӗсене уҫнӑ.
ФАПсене хальхи йышши медицина оборудованийӗсемпе тивӗҫтернӗ. Унта сусӑр ҫынсемпе те кӳмепе кӗрсе ҫӳреме пултараҫҫӗ: пандус пур. ФАПра медицина процедурисем, вакцинаци, профилактика мероприятийӗсем тума пулать.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Елчӗк тата Комсомольски районӗсенче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче харӑсах икӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ку савӑнӑҫ Вырӑскасси тата Таяпа Энтри ялӗсенче пурӑнакансем патне ҫитнӗ.
Нумаях пулмасть Комсомольски районӗнчи Хирти Ӗнел ялӗнче те ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ. Унта Хирти Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакансем те сывлӑхне тӗрӗслеттерме ҫӳрӗҫ. ФАП фельдшерӗ 430 ытла ҫынна пӑхса тӑрӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӑлӑртнӑ тӑрӑх, подряд организацийӗсем ӗҫе пахалӑхлӑ тата вӑхӑтра тунӑ. Ҫӗнӗ ФАПсенче сывлӑха тӗрӗслеттермешкӗн условисем ҫителӗклӗ.
Елчӗк районӗн прокуратурине ҫӑхав ҫитнӗ: пӗр вырӑнта производство каяшӗсен санкцилемен свалки пур-мӗн. Ведомство тӗрӗслев ирттернӗ – чӑнах та ҫапла иккен.
Прокуратура акӑ мӗн тупса палӑртнӑ: 0,08 гектар ҫинче ҫӗрулми юлашкисем, ҫеткӑллӑ михӗсем купаланса выртнӑ. Пӗтӗмпе – 25 кубла метра яхӑн. Свалка 6-7 уйӑх каяллах пулнӑ. Ҫакна кам тунине палӑртайман-ха.
Ҫӗрулми каяшӗн купи - Курнавӑш ял тӑрӑхӗнче. Ведомство Елчӗк район администрацине каяша пуҫтарма хушнӑ, мӗншӗн тесен вӑл тавралӑха сиен кӳрет, ҫынсен правине пӑсать.
Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Республикинчи следстви органӗсем пуҫтарнӑ ӗҫсем тӑрӑх Елчӗк районӗнчи арҫына присяга заседателӗсем суд тунӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе айӑпланӑ.
Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальте пурӑнакан 51 ҫулти арҫын тӗпленсе ниҫта та ӗҫлемен. Ӑна 8,5 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ямалла тунӑ.
Следстви тата Елчӗк район сучӗ палӑртнӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче арҫын Ҫирӗклӗ Шӑхальте 41 ҫулти пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма хытӑ хӗненӗ. Алӑпа ҫапнӑ, урапа тапнӑ. Кайран ӑна киле илсе кайнӑ. Сурана пула хӗрарӑм тепӗр кун ирхине вилнӗ.
Арҫын хӗненине ҫынсем тата суд экспертизисем ҫирӗплетнӗ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.
Елчӗк районӗнче пурӑнакан 34 ҫулти арҫынна ватӑ ҫынна мӑшкӑллама хӑтланнӑшӑн айӑпласшӑн. Ҫитменнине, вӑл вӗлерессипе хӑратнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Кӗҫех ӑна Елчӗк районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫак ӳсӗр арҫын ентешӗ патне пирус ыйтма кӗнӗ. Кӑштахран ӑна лешӗн амӑшӗ урама кӑларса янӑ.
Арҫын урамра ватӑ хӗрарӑма мӑйӗнчен ярса тытнӑ, аллипе тутине хупланӑ та кӳршӗри ҫурта илсе кӗнӗ, вӗлерессипе хӑратса мӑшкӑллама тӑнӑ. 78 ҫулти кил хуҫи картишӗнче пулнӑ, кӑшкӑрашнӑ сасӑ илтсен хӗрарӑмӑн таванӗсем патне чупнӑ. Лешсем ӳсӗрскере усал ӗҫ тӑвасран тытса чарнӑ.
Нумаях пулмасть Елчӗк районӗнчи Тип Тимеш ялӗ ҫывӑхӗнче шкул автобусӗ аварие лекни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: авари аванӑн 9-мӗшӗнче пулнӑ, автобус ҫине «Тойота» кӗрсе кайнӑ. Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн шкул автобусӗ кювета чӑмнӑ. Аварире автобус водителӗ тата салонри икӗ ача шар курнӑ, вӗсене пульницӑра пулӑшу панӑ.
Аварире «Тойота» водителӗ, 52 ҫулти арҫын, айӑплӑ тесе палӑртнӑ. Вӑл юраман вырӑнта шкул автобусӗнчен иртсе кайма пуҫланӑ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн шкул автобусӗн водителӗ те айӑплӑ пулни палӑрнӑ. Вӑл шкул директорӗ ҫирӗплетнӗ маршрутпа кайман-мӗн. Ҫитменнине, автобусра маршрут программи, ачасен списокӗ, вӗсем ӑҫта пурӑннине кӑтартакан хут, вӗсен саккунлӑ представителӗсен телефон номерӗсем пулман. Ҫавна май шкул автобусӗн водителӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Шкул директорӗ тата Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, унта айӑплӑ ҫынсене дисциплинарлӑ майпа явап тыттарас ыйтӑва пӑхса тухма ыйтнӑ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче юлашки ҫулсенче анлӑ сарӑлнӑ культурӑсенчен пӗри — куккурус. Маларах ӑна симӗс апатлӑх ӳстернӗ, халӗ вара тӗш тырӑлӑх та акаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, куккуруса 97 предприятире туса илеҫҫӗ. Вӗсенчен 11-шӗнче — тӗш тырӑлӑх.
Кӑҫал пирӗн республикӑра куккуруса 13,9 пин гектар ҫинче акса хӑварнӑ, ҫав шутран 1,8 пин гектарне — тӗш тырӑ валли. Ҫак культурӑна республикӑри 20 районта акса тӑваҫҫӗ, вӗсенчен 13-шӗнче — выльӑх-чӗрлӗх апачӗ валли. Хальхи вӑхӑтра 3,2 пин гектар ҫинчен силослӑх вырнӑ.
Вӑрнар районӗнче куккурус лаптӑкӗ 2466 гектар йышӑнать, Шупашкар районӗнче — 2085 гектар. Республикӑра туса илекен куккурусӑн пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ ҫак икӗ муниципалитета тивет. Елчӗк районӗнче вӑл — 1,3 пин гектар, Комсомольски районӗнче — 1,2 пин гектар, Патӑрьел районӗнче — 1,1 пин гектар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |